«Хĕвеланăç фрончĕ. Варшава çулĕ»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Чăваш Енре стрелоксен тăватă дивизине йĕркеленĕ. Вĕсенечен кашниех хаяр эшкере аркатма пысăк тӳпе хывнă. Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн паттăрĕсене халалласа Калуга облаçĕнчи «Ятсăр сăрт» мемориал комплексĕнче астăвăм хăмине уçаççĕ. Ку пулăм «Хĕвеланăç фрончĕ. Варшава çулĕ» пĕтĕм тĕнчери çарпа истори экспедици шайĕнче иртмелле. Асăну хăми уçнă çĕре пирĕн республика делегацийĕ те хутшăнать. Унăн йышĕнче пирĕн корреспондент Алексей Зотиков та пур. Вăл Калуга тăрăхĕнче иртеке
<p>Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Чăваш Енре стрелоксен тăватă дивизине йĕркеленĕ. Вĕсенечен кашниех хаяр эшкере аркатма пысăк тӳпе хывнă. Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн паттăрĕсене халалласа Калуга облаçĕнчи «Ятсăр сăрт» мемориал комплексĕнче астăвăм хăмине уçаççĕ. Ку пулăм «Хĕвеланăç фрончĕ. Варшава çулĕ» пĕтĕм тĕнчери çарпа истори экспедици шайĕнче иртмелле. Асăну хăми уçнă çĕре пирĕн республика делегацийĕ те хутшăнать. Унăн йышĕнче пирĕн корреспондент Алексей Зотиков та пур. Вăл Калуга тăрăхĕнче иртекен астăвăм ĕçĕсем пирки тĕплĕнрех каласа парать.</p>
<p>АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: <em>«Стрелоксен 139-мĕш дивизине 1941 çулта раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта йĕркелеме пуçланă. Салтаксен 70 проценчĕ Чăваш Енре пурăнакансем пулнă. 1942 çулхи çурла уйăхĕнче вĕсем Ржев хули çывăхĕнче çапăçнă. 12 000-рен виççĕшĕ кăна тăрса юлнă. Кайран дивизине Çĕпĕрти тата Уралти салтаксене илсе килнĕ. «Ятсăр сăрт» мемориал комплексĕ Куйбышев районĕнче вырнаçнă. Астăвăм хăмине уçнипе пĕрлех кунта вăрçăра шар курнисене асăнса митинг йĕркелĕç. Чăваш Енчен килнĕ ушкăн Зайцев тăвĕ çине те çитме палăртать. Çапăçусенче пуçне хунă ентешсене асăнса чĕрĕ чечексем хурĕç. Хальхи вăхăтра кунта Цветовка ял вырнаçнă. Ун тавра пин ытла тăванлăх вилтăпри. Раççейри «Пĕр ывăç çĕр» ятлă акци те иртмелле. Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн салтакĕсен вилтăприсенчен çĕр илсе Чăваш Ене илсе килĕç. Чăваш Ен ушкăнĕнче 40-мĕш тата 59-мĕш шкулсен шырав отрячĕсем те пур. Ачасем икĕ эрне хаяр çапăçусем пынă вырăнсене чавса вăрçăпа çыхăннă япаласем шырĕç».</em></p>