Куçа куçăн
Килсĕр йытăсемпе мĕнле кĕрешме пăлартатăр? Опикасси вăрманне хăçан хăтлăлатса пĕтерĕр? Çулсене юсасса кĕтмелле-и? Ку ыйтусене Алькеш микрорайонĕнче тата Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансем Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕнчен Денис Спиринран тӳрремĕн ыйтма пултарчĕç. Тӳре-шарапа тĕл пулма 160 ытла çын килнĕ. Вăл йышра тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем – çамрăксем те, ваттисем те. Кашнин хăйĕн чунне ыраттаракан ыйту. «Проект хатĕр, конкурссем ирттернĕ. Çанталăк май парсан тӳрех çул тума пуçлăпăр», – хуравларĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин. Çула икĕ тапхăрпа çĕклеме палăртаççĕ. Ĕçсем 2025-мĕш çулта вĕçленмелле. Никитин, Магницкий, Волков урамĕсенчи çулсемпе тротурасене вара кăçалах çĕнетĕç. Опикасси вăрманне те утă уйăхĕнче хăтлăх кĕртсе пĕтерĕç. «Йытăсене тытатпăр. Вĕсене стерилизаци тăватпăр, кайран саккунпа килĕшӳллĕн ирĕке яратпăр», – терĕ Денис Спирин. Малашне йытăсене тытмалли пысăк центр хăпартмалла. Çĕр лаптăкне уйăрнă. Халĕ проект хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Çивĕч ыйтусене чылай вăхăт сӳтсе яврĕç. Тĕл пулу вĕçленсен тӳре-шарапа пырсах калаçрĕç. Хула администрацийĕ кашни ыйтăва тимлĕхе илчĕ.