Спортра та, пурнăçра та малтисен ретĕнче
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалласа маунтинбайк центрĕнче Республикăри хĕрарăмсен канашĕ тата Шупашкар хула администрацийĕ тăрăшнипе спорт уявĕ иртрĕ. Депутатсенчен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен ĕçченĕсенчен чăмăртаннă, тĕрлĕ предприятире, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен ушкăнĕсем ăмăртрĕç.
Акă вĕсем пурнăçра та, спортра та, кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма хатĕр паттăр арçынсем. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем. Физкультурăпа спорт тытăмĕ патшалăх шайĕнче йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа канмалли кунсенче тĕрлĕ предприятире вăй хуракансем кире пуканĕ йăтассипе, кĕрешессипе, вĕрен туртассипе ăмăртрĕç. Ăмăрту лапамĕнче пурте хăйсене хăвăртлăх, çаврăнăçулăх енчен кăтартма пур енлĕн тăрăшрĕç. Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева пурне те çывхарса килекен уявпа саламларĕ. «Хĕрарăмсен канашĕн хӳтĕлевçисем» тесе çырнă тумпа чысларĕ. Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин малашне те çак пĕрлешӳпе пысăк та пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçлама шантарчĕ. Пухăннисем спорта юратакансене хăтлă лапамсем, керменсем туса парасси пирки каларĕç. Ăмăртура вара туслăх çĕнтерчĕ.