Тĕрĕслев ирттереççĕ
Хĕллехи вăхăтра кил-çуртра хутса ăшăтмалли хатĕрсемпе анлă усă курнине пула пушар тухас хăрушлăх ӳсет. Çулталăк пуçланнăранпа çеç Чăваш Енре 186 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Çак инкексенче 13 çын пурнăçĕ татăлнă. Пушара сӳнтерме мар, унран сыхланма çăмăлрах. Çакна аса илтерес тесе тĕрĕслев ушкăнĕсем кашни эрнерех рейдсем ирттереççĕ. Кривов урамĕнчи 19-мĕш çурта 1972-мĕш çултах хута янă. Вăл çамрăк специалистсене вăхăтлăх пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерекен объектсен йышĕнче пулнă. Вун-вун çул каяллахи вăхăт улшăннă. Кунта тĕпленекенсем халĕ чылайлăха юлаççĕ, тĕрлĕ электрооборудованипе усă кураççĕ.
СЕРГЕЙ МУРАВЬЕВ: «Строить тунă чухне шутламан кунта нумай халăх пурăнать тесе, çавăнпа кунта аллюмини проводки питĕ чăтаймасть, çунма пуçлать. Общий площадь кĕриччен, коридортан металлический алăксем лартаççĕ, хăш-пĕр чухне управляющи компани сотрудникĕсем те кĕреймеççĕ çав алăксенчен, пăхаймаççĕ, тĕрĕслеймеççĕ».
Çуртра 2020-мĕш çулта пушар тухнă пулнă. Çак пулăм çынсене те, управляюши компанине те тимлĕрех тата асăрхануллăрах пулма хистемелле пек. Анчах, кашни хутрах пĕрешкел ӳкерчĕк.
ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Хваттерсенче, пӳлĕмсенче вырăн сахал пулнине кура çынсем тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре те коридортах упрама хăнăхнă, анчах та пушар тухас пулсассăн çак ещĕксем, сак шкапсем эвакуаци çӳлесене пÿлеççĕ».
Пушарпа кĕрешекенсем кашни хваттерех шаккарĕç. Пĕрисем илтмĕш пулчĕç пулсан, теприсем вара йĕркене пăхăнма тăрăшнине каларĕç.
ОЛЕГ БАСКАКОВ: «Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче, коридорлă общежитисенче пушарсем нумайланнă. Вĕсенче 2 çын вилнĕ, 8 çын травмăсем илнĕ. Тĕп сăлтавсем çакăн пек общежитисенче пушар тухни вăл пирус туртни, электропроводкăсене пăхмасăр хăварни».
Сывлăша уçăлтармалли каналсене тасатманни, провайдерсен йĕркесĕр ĕçĕ хыççăн пралуксем тăратăнса тăни, коридорсене тĕрлĕ япала тултарни – çакă пĕтĕмпех пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерменни пулать. Рейд пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тĕрĕслев ушкăнĕ асăрхаттару хучĕсем йĕркелесе яваплисем патне çитерĕ.