Ача садĕнче — суйлав
Сасăлакансем, сăнавçăсем, суйлав комиссийĕ тата кандидатсем. Шупашкарти 74-мĕш ача садĕнче йĕркеленĕ суйлав чăн пурнăçра ирттернинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кăмăлне палăртни те кунта саккунпа килĕшӳллĕн иртрĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулмарĕç. Чăваш Ен тĕп хулинчи 74-мĕш ача садĕнчи «Мулкач çурисем» ушкăна çӳрекенсенчен кашниех яваплăха туять. Вĕсен суйлав тумалла. Икĕ кандидатран пĕриншĕн хăйĕн сассине памалла. Ярослав ушкăна уншăн сасăлама ыйтать. Çакна мĕншĕн тумаллине ăнлантарать. Тепĕр кандидат Алекс та çавнах тăвать. Кандидатсем калаçа пĕтерсен сасăлав пуçланать. Унччен вара суйлав бюллетенĕпе паллаштараççĕ. Чи пĕлтерĕшли кунта – паллăна тăваткала лартмалла. Хăшĕшĕн сасăлан çавна хирĕç çырмалла. Суйлав хыççăн яланхилллех сасăсене шутлаççĕ. Те хĕрӳ калаçнипе, те ушкăнра Алексăн тусĕсем чылайрах пулнипе вăл çĕнтерчĕ. Халĕ арçын ача ушкăн ертӳçи. Ярослав вара çичĕ сасă пухрĕ. Çапах та вăл пăшăрханмасть. Пĕтĕмлетӳ туса тепĕр суйлава хутшăнассине палăртрĕ. АНТОНИНА КВАСОВА: «Ачасене мĕн пĕчĕкрен яваплăха, граждан тивĕçне тата патшалăха хисеплеме вĕрентни кирлĕ. Кун пек вăйă формипе ачасем суйлав ирттересиипе çыхăннă уйрăмлăхсене çăмăлрах астуса юлаççĕ". Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсем çакăн евĕр тĕл пулусем маллала та ирттерме тĕллевлеççĕ. Вĕсене тĕп хулара мар, республикăри округсенче те йĕркелесшĕн.