Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет
Юпа уйăхĕнче Чăваш Ене - куçса çӳрекен фельдшерпа акушер пункчĕ - илсе килни пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Çак ятарлă автобуссене Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Етĕрне, Канаш, Çĕрпӳ районĕсенче çӳретеççĕ. 2021-мĕш çулччен республикăна тата 16 ФАП илсе килмелле. Куçса çӳрекен пункт ĕçĕпе паллашма манăн ĕçтешсем Канаш районне çула тухрĕç.