«Çанă тавăрса ĕçлеççĕ»
Пушкăрт, Тутар, Удмурт, Пермь, Чулхула тăрахĕсенче кадет корпусĕ пур. Шупашкарта çĕкленекенни – Атăлçи шайĕнчи 6-мĕш вĕренӳ çурчĕ пулма тивĕç. Унăн пархатарне хăçан ас тивме май килĕ? Хурав шыраса — Трактор тăвакансен культура керменĕ тавралла пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çаврăнса килчĕ.