«Раççей чÿречисем» акци
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕ. Уява кăçал килте ирттерме тивет. Анчах кашниех хăйĕн кăмăл туйăмне палăртма пултарать. Çывăх çынсемпе калаçса-хутшăнса, Интернет уçлăхĕнче е... чӳречесене Раççейĕн патшалăх паллисемпе, çĕршывăмăр кунне халаллана ÿкерчексемпе капăрлатса.