Умра – пĕрлехи патшалăх экзаменĕ
Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ. Шкул пĕтерекенсемшĕн вара хĕрÿ тапхăр пуçланать çеç-ха. Умра – патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ. Тĕнчери лару-тăрăва шута илсе кăçал экзамен тытмалли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Çакна май ачасене, ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ыйту канăç памасть. Вĕсене онлайн мелĕпе уçăмлатма тивет. Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан ыйтусене тишкерчĕ.