Иван Яковлева халалласа...
Чăваш Енпе Тутарстана тĕрлĕ проект çеç мар, Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн – Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ те çыхăнтарать. Çĕнĕ çырулăх никĕслевçи шăпах Теччĕ тăрăхĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче кун çути курнă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче анлă уявлама палăртаççĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех паян Тутар Республикинчи вĕрентӳпе ăслăлăх министерствинче йеркеленĕ «çавра сĕтелте» сӳтсе яврĕç. Чăвашсене çутта кăларнă, халăха çырулăх парнеленĕ, пĕрремеш чăваш букварне кун çути кăтартнă Иван Яковлев ĕçĕ

Чăваш Енпе Тутарстана тĕрлĕ проект çеç мар, Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн – Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ те çыхăнтарать. Çĕнĕ çырулăх никĕслевçи шăпах Теччĕ тăрăхĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче кун çути курнă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче анлă уявлама палăртаççĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех паян Тутар Республикинчи вĕрентӳпе ăслăлăх министерствинче йеркеленĕ «çавра сĕтелте» сӳтсе яврĕç.

Чăвашсене çутта кăларнă, халăха çырулăх парнеленĕ, пĕрремеш чăваш букварне кун çути кăтартнă Иван Яковлев ĕçĕ-хĕлĕне халăх асрах тытать. Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, Тутарстанра та, Чăваш Енре те, Чĕмпĕр облаçĕнче те кăçал вун-вун мероприяти ирттерме палăртаççĕ. Уйрăмах Иван Яковлев çуралнă, ака уйăхĕ форум-фестивальпе пуян пулĕ. Шăпах ун чухне Чăваш Енре Раççей шайĕнче йĕркелекен ăслăлăхпа практика конференцийĕ, тăван чĕлхене вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форум, Пĕтĕм чăваш диктанчĕ, «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивальне тата ытти уява ирттерес тĕллевлĕ. Пĕтĕмпе çак ĕç-пуçа 30 000 ытла çынна явăçтармалла. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн тăван тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç. «Сăвар» хаçат редакцийĕнче тăрăшакансем вара Иван Яковлевичăн халалне тата хайлавĕсен чи лайăх вулакансен конкурсне йĕркелеççĕ.

ИРИНА ТРИФОНОВА: «Тĕрлĕ мероприятисем, мастер классем вĕрентекенсем валли иртеççĕ. Шкул ачисем пирĕн республика конкурсĕсене активлă хутшăнаççĕ. Çулталăкĕпех Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса тăратпăр, конкурссем уçатпăр, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли, шкул ачисем валли. Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче апрелĕн 24-мĕшĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртет. Кнта 2 республика та хутшăнать, Ульяновск облаçĕнчен те килеççĕ».

Тутар Республикинче Иван Яковлев пуçарнă ĕçе хисеплесе малалла тăсаççĕ. Паянхи кун тĕлнĕ унти 87 шкулта тата 52 ача пахчинче чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене туянма та тăтăшах регион хыснинчен укçа уйăраççĕ.

КОНСТАНТИН ЯКОВЛЕВ: «Аталан» проектсем пур, çамрăк ачасем валли тăватпăр тата тĕрлĕ ялти шкулсене эпир çитсе çав проектсене çитересшĕн. Пирĕн шанчăк вăл чăваш шкулĕсене упраса хăварас шухăш пурри. Çав шкулсене мĕнле те пулин упрас енĕпе паянхи кун эпир министерствăпа питĕ тачă ĕçлетпĕр». Тĕл пулура Чăваш тата Тутар Республикисен вĕрентӳ министерствин ертӳçисем тачă çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлнине çирĕплетсе килĕшӳ алă пусрĕç.